Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
26 Ноябрӗн 2022, 13:28

Пушкӑртстанра вӑрмана çĕнетес ӗҫ планне ытлашшипех тултарнă

Вӑрман юсас ӗҫӗн чи пысӑк калӑпӑшне интенсивлӑ вӑрман хатӗрлекен районсенче пурнӑҫланӑ.

Пушкӑртстанра вӑрмана çĕнетес ӗҫ планне ытлашшипех тултарнă
Пушкӑртстанра вӑрмана çĕнетес ӗҫ планне ытлашшипех тултарнă

Пушкӑрт Вăрман министерствинче вӑрман культура сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗсене туса ирттернĕ. Вӑрман юсассине "Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене сыхласси" федераци проекчӗн шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Алӑ вӗҫҫӗн тата механизациленӗ меслетпе вӑрман культурисене 6,5 пин ытла гектар лартнӑ, тӗпрен илсен, вӗсем хуҫалӑхри хаклӑ лӑсӑллӑ ăратсем.
Вӑрман юсас ӗҫӗн чи пысӑк калӑпӑшне интенсивлӑ вӑрман хатӗрлекен районсенче пурнӑҫланӑ – ку Белорецк, Зилаир, Караидель тата Бурзян районӗсем. Сӑмах май, "ҫӗнӗ вӑрман" тӑвас ӗҫе вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, арендаторсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 8,2 пин га площадьре вӑрман юсанӑ.
Пушкӑрт вӑрман ӑстисем хӑйсене те, арендаторсене те лартмалли материалпа тивӗҫтереҫҫӗ, кӳршӗри регионсене те йывӑҫсем сутаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкӑртстанра вӑрмана çĕнетес ӗҫ планне ытлашшипех тултарнă
Пушкӑртстанра вӑрмана çĕнетес ӗҫ планне ытлашшипех тултарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: