Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
3 Июлӗн 2023, 13:12

Пушкӑрт экологи проекчӗсем "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн Топ-100 шутне кӗнӗ

ПР правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи тапхӑрта экспертсем Топ-1000 вӑйлӑ идейӑна суйласа илнӗ.

Пушкӑрт экологи проекчӗсем "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн Топ-100 шутне кӗнӗ
Пушкӑрт экологи проекчӗсем "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн Топ-100 шутне кӗнӗ

Июнӗн 28-29-мӗшӗсенче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн пӗр тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, республика форума 2200 заявка панӑ та хастарлӑхпа Топ-5 регион шутне кӗнӗ.

Стратегилле пуҫарусен агентствин платформи ҫине пурӗ 25 000 идея кӗнӗ. Республикӑра пурӑнакансем ытларах идейӑсем – 200 ытла, "Наци экологи пуҫарӑвӗ" çул-йĕрпе панӑ, ҫавна пула Раҫҫейре малта пыракансем пулса тӑнӑ.

ПР правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи тапхӑрта экспертсем Топ-1000 вӑйлӑ идейӑна суйласа илнӗ, Ҫав идейӑна Пушкӑртстанăн ултӑ енӗпе 80 идея кӗнӗ.

Топ-100 Пушкӑртстанри экологи проекчӗсем кӑна кӗнӗ. Экспертсем республикӑн территорийӗнче централизациленӗ сиенсӗрлетмелли медицина каяшӗсен тытӑмне кӗртмелли проекта пысӑк хак панӑ, ҫав хушӑрах республикӑн ку ыйтура ҫӗнӗлӗх пуррине палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-07-03/ekologicheskie-proekty-bashkirii-voshli-v-top-100-idey-foruma-silnye-idei-dlya-novogo-vremeni-3324823

 

Пушкӑрт экологи проекчӗсем "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн Топ-100 шутне кӗнӗ
Пушкӑрт экологи проекчӗсем "Ҫӗнӗ вӑхӑтри вӑйлӑ идейӑсем" форумӑн Топ-100 шутне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: