Хушăлкари ял библиотекинче куна экологи ыйтӑвӗсене халалланă. Ачасемпе пирӗн планета умӗнче тӑракан глобаллӑ экологи ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă. Вӑрманта хӑйсене хӑрушлӑхсӑр тытмалли правилӑсене, вӑрманти пушарсенчен сыхланмалли майсене тата ҫут ҫанталӑкра каннӑ хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтармаллине аса илнĕ. Чӗрчунсен тӗнчине тата кайӑксене хӳтӗлес темӑсене хускатнă. Сайра тӗл пулакан тата ҫухалакан ӳсен-тӑранпа чӗр чунсен тӗсӗсен переченьне кӗртнӗ Хӗрлӗ кӗнекене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнă. Библиотекарь сӑвар-байбаксене хураллакан Пишпÿлек заказникӗ ҫинчен информаципе паллаштарнă. Куна вӗҫлени Менеуз юханшывӗ патĕнче пӗлӳ экскурсийӗ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.