Ылтӑн хӗвелҫаврӑнӑш - пайӑрка ҫеҫкисем.
Хӗвелпеле хаваслӑ пӗлӗт ывӑлӗ вӑл.
Ирхине вӑранать, хӗвел пек ҫиҫет.
Ҫӗрле сарӑ куҫ хӑрпӑкӗсем хупӑнаҫҫӗ.
Ҫулла пирӗн хӗвелҫаврӑнӑш тӗслӗ хунар пек.
Кӗркунне пире хура хӗвелҫаврӑнӑш парнелӗ.
Хӗвелҫаврӑнӑш пӗчӗк хӗвел пекех, ӑна пӗрре пӑхнипех савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ пулса каять. Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче Хӗвелҫаврӑнӑш кунӗ иртнӗ. Ачасем ку чечеке мӗншӗн хӗвел чечекӗ тенине пӗлнĕ. Хӗвелҫаврӑнӑш хӑйӗн чечекне хӗвеле май лартнӑран ҫапла ят панӑ. Ачасем хӗвелҫаврӑнӑш ӳстермелли условисемпе, ӳснипе паллашнă. Хӗвелҫаврӑнӑш ӳсме мӗн кирлине сӳтсе явнă: хӗвел ҫути, шыв тата тутлӑхлӑ тӑпра. Ачасем пӗчӗк вӑрӑран пысӑк та илемлӗ ӳсентӑран ӳснине пӗлнӗ. Ӳсентӑрана уй-хирте ӳстереҫҫӗ, унӑн вӑррисенчен ӳсентӑран ҫӑвӗ, халва, козинаки тӑваҫҫӗ.
Ачасем ҫак тӗлӗнмелле чечек тунӑ хӗвеллӗ атмосферӑна кӗрсе ӳкнĕ, вӗсем хускануллӑ вӑйӑсем вылянă, хӗвелҫаврӑнӑш пек хӗвел патнелле туртӑннă; творчествӑпа аппаланнă.
Хӗвелҫаврӑнӑш кунӗ пурне те оптимизмпа тата хаваслăхпа тултарнă, урӑхла пулма та пултараймасть, ара, ку савӑнӑҫ, ӑшӑлӑх тата хӗвел чечекӗ-ҫке! Хӗвелҫаврӑнӑш, ҫав тери хӗвеллӗ, ҫутӑ, тӗрлӗрен! Ҫӗр ҫинчи хӗвел вӑл, савӑнӑҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.