

Радий Хабиров социаллă сетьсенче 185 пин йывӑҫ, 1,7 миллион хунавпа тӗм, республикӑри хуласемпе районсенчи пин ытла ҫӗнӗ симӗс зона — 2019 ҫултанпа «Ешĕл Пушкӑртстан» акци кӑтартӑвӗ тесе ҫырнӑ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, ку акци ҫулталӑкра икӗ хутчен иртет — ҫуркуннепе кӗркунне.
— Ҫӗнӗ сезонра иккӗмӗш шӑматкун умлӑ-хыҫлӑ йывӑҫ лартатпӑр. Пӗрлехи вӑйпа икӗ эрне хушшинче пирӗн ялсенче 95 ҫӗнӗ тематика аллейи хыврӗҫ. Халӗ тӗллев — йывӑҫсемпе тӗмсем тымар ярса пирӗн ҫынсене савӑнтарасси. «Экологи ырлӑхӗ» нацпроекта ырласа пӗтӗм тӗнчери «Астӑвӑм сачӗ» акци те малалла пырать. Унӑн тӗп тӗллевӗ — Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытасси.
Радий Хабиров паттӑрсемпе вӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗсене халалласа ҫӗнӗ вӑрмансемпе садсем лартнине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн страницинчен.