Çутă çул
+15 °С
Облачно
Экологи
1 Июля , 07:08

Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ

Ситекпуç библиотекинче «Тӑван ҫутҫанталӑкӑн симӗс тӗнчи» ятлӑ чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ.

Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗСитекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ

 

Ситекпуç библиотекинче «Тӑван ҫутҫанталӑкӑн симӗс тӗнчи» ятлӑ чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ. Ҫак пулӑм сывӑ пурнӑҫпа тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе кӑсӑкланакан ачасене пухнӑ.

Мероприятие хутшӑнакансем сиплӗ курӑксем пирки нумай кӑсӑклине пӗлнĕ — хӑшне сывлӑха ҫирӗплетме усӑ курма пулать, хӑшĕ хӑйне евӗрлӗ пахалӑхлӑ. Библиотекарь ҫут ҫанталӑка упрани, унӑн парнисемпе ӑспа усӑ курни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каласа панă.

Унсӑр пуҫне ачасем ҫӑлкуҫра пулнӑ, унта шыв пахалӑхӗ тата унӑн ҫын пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ пирки пӗлнӗ.

Мероприяти вӗҫӗнче хутшӑнакансем хаваслӑ вӑйӑсем вылянă, вӗсем ачасене пӗрлештернĕ, савӑнӑҫпа туслӑх атмосферине йӗркеленĕ. Пурте хӑйсемпе пӗрле ҫӗнӗ пӗлӳ кӑна мар, лайӑх туйӑмсем те илсе кайнă. Ҫутҫанталӑк тӗнчине пӗрле малалла тӗпчеме ачасене ҫитес тӗлпулусенче кӗтеççĕ!

#летниечтения
#летнийдосуг

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуç библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public202344480

 

 

 

Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Ситекпуç библиотекинче чаплӑ эко-çулçÿрев иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас