

Июлӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Хушăлкари Культура çурчĕн ӗҫченӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шывӗ» акцие хутшӑннă.
Пӗрремӗш кун команда Хушăлка ялӗнче вӑй хунӑ — Менеуз юханшывӗн ҫулӗпе ҫыранне тасатнӑ. Иккӗмӗш кунне вара эстафетӑна Петровка ялӗнче ярса илнĕ: кунта та ҫав юханшыв ҫыранне йӗркене кӗртнĕ.
Кун пек акцисем — тирпейлени кӑна мар. Ку ҫут ҫанталӑка упрас тата шыв ресурсӗсене упрас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ачасене ачаранах ӑнлану вӗрентни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: шыв — пурнӑҫ никӗсӗ, ӑна упрамалла!
Айккинче юлманнисене, пӗрлехи ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнисене пурне те тав!
#ВодаРоссии
#всероссийскаяакция
#КошЕлгинскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public116068194