

2026 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен 20-мĕшĕччен «Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн М.В. Серафимов ячӗллӗ АНО ДО «Патриот» ҫарпа патриот паркӗнче Пӗрремӗшсен юхӑмĕ грантпа пулӑшса экологсемпе вӑрманҫӑсен республикӑри «ЭКОбратство» слечӗ иртнӗ. Слета республикӑри 24 муниципалитетран ҫамрӑк вӑрманҫӑсен 12 команди тата ҫамрӑк экологсен 17 команди хутшӑннӑ. Мероприятие пурӗ 100 ҫын хутшӑннӑ.
Пишпÿлек районĕн чысне икĕ команда хÿтĕленĕ: Фатих Карим ячӗллӗ Аитри вăтам шкулăн «Березка» шкул лесничествин команди тата Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн «Елочка» шкул лесничествин команди.
Слета хутшӑнакансем тӗрлӗ тӗрӗслевпе конкурс витӗр тухнӑ: «Пӗл те ту», «Вӑрман робинзонӗсем», «Пушкӑртстанӑн заповедник крайӗ». Ҫамрӑк вӑрман ӑстисем хӑйсен пӗлӗвне тĕрлĕ тапхӑрсенче кӑтартнӑ: «Вӑрман ӳсентӑранӗсен биологийӗпе экологийӗ», «Йывӑҫсене идентификацилемелли никӗссем», «Вӑрман флори», «Вӑрман хуҫалӑхӗ валли приборсемпе инструментсем».
Слет пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Алия Кусабкулова (Фатих Карим ячӗллӗ Аитри вăтам шкулăн «Березка» шкул лесничестви) «Дендрологи» номинацире призер пулнă, Ксения Туймукова (Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн «Елочка» шкул лесничестви) – «Почвоведение» номинацире призер, Азалия Даутова (Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн «Елочка» шкул лесничестви) — «Лесопатологи» номинацире призер пулнă.
Слета хутшӑнакансене конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр! Шкул лесничествисен ертӳҫисене Г.М. Арсланована тата О.Г. Сидорована слета командӑсене хатӗрленӗшӗн тав тӑватпӑр. Шкул лесничествине аталантарас ӗҫре малалла ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
#ЭКОбратство
#ДвижениеПервых
#ГрантыПервых
#ШкольныеЛесничества
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.