

Пишпÿлек ялӗн ҫурҫӗр микрорайонӗнче ҫӑлкуҫ юхса выртакан илемлӗ вырӑн пур. Пуҫаруллӑ ҫынсем — Иван Владимировичпа Инна Петровна Федотовсем, çавӑн пекех Вячеслав Сергеевич Михайловпа Альберт Наилович Ахмадеев — ӑна хӑтлӑлатнӑ.
Вӗсем юнашар территорие ватă йывӑҫсемпе ҫум курӑксенчен тасатнӑ, кристалл пек таса шыва ӑсса ӗҫме меллӗ пултӑр тесе шыв пухмалли бетон ункӑ вырнаҫтарнӑ, клумбӑсем йĕркеленĕ. Ҫав хушӑрах вырӑнӑн тасалӑхӗпе илемлӗхне упраса хӑварнӑ кӑна мар, лайӑхлатнӑ та.
Инна Петровна районта пурӑнакансемпе хӑнасем ларма, таса ҫӑлкуҫ шывӗпе киленме, ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме беседка вырнаҫтарма планлать.
Пысӑк тав сире! Ҫакӑн пек пуҫаруллӑ ҫынсене пула пирӗн тӑрӑх илемленсе, лайӑхланса пырать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/sp_bizh