+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртстанра шкул ачисем тата студентсем электричкӑсемпе ҫур хакпа ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Пушкӑртра сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗренекенсем электричкӑсенче çул çÿреме валли 50 процент скидка илӗҫ. Шкул ачисене 7 ҫулхисенчен пуçласа тата вузсен, ссузсен, пуҫламӑш профучилищесенчи студентсене ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.
Шкул ачисен справка кӑтартмалла, иккӗмӗшӗсем — студент билетне.
Челябинск облаҫӗ тӑрӑх ҫӳренӗ чухне те çак виҫепе скидка пулать, Оренбург территорийĕнчи дисконт 25 процентпа танлашать, пӗлтернӗ ПР Транспорт министерствинче.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкăртстан Транспорт министерстви.