Догазификаци газопровода ҫӗр лаптӑкне ҫитерессине пӗлтерет (паллах ӗнтӗ, газ кӗртнӗ ялсенче). Ку ӗҫсемшĕн республика бюджечӗ тӳлет.
Офиса темиҫе справка памалла, МФЦ администрацийӗнче пӗлтерчӗҫ: поставщикпа (ПАО «Газпром газораспределение Уфа»), договор тума шутлани ҫинчен калакан заявлени, ИНН, СНИЛС, ҫӗр лаптӑкĕн харпӑрлӑх прави (арендӑна), ҫурт-йӗр харпӑрлӑх прави, ситуаци планне.
Заявка заказчик представителӗ парать пулсан, доверенность кирлӗ.
2021 ҫулхи июль вӗҫӗнче регионти газификаци шайӗ 83,5% пулнă. Газификациленĕ 2 471 поселенире 186 пин ҫурт-йӗр газсăр юлать.
Ҫак ӗҫ ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе иртет, Федераци Пухӑвӗн ҫырӑвӗнче çакна пĕлтернĕ. Маларах Пушкӑртстанра 100 пин тенкӗлĕх — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличĕсене, çар тытăçăвĕсен инваличĕсене сертификатсем панӑ. 60 пин тенкӗлӗх сертификатсем сахал тупăшлӑ инвалидсем, инвалид ачаллӑ ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем илме пултарнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.