Еврази халӑхӗсен Ассамблеин генеральнӑй секретарӗ Андрей Бельянинов Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2021" Инвестици Форумне уҫнӑ ятпа саламларӗ.
Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприяти Пушкӑртстан Республикинчи экономика аталанӑвӗн чӑн-чӑн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартса панине палӑртрӗ.
"Пушкӑртстан — малта пыракан промышленноҫпа ял хуҫалӑх регионӗсенчен пӗри, хӑйӗн ҫут ҫанталӑк тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика уйрӑмлӑхӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курать. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстан республикинче гуманитари пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли, тӗрлӗ наци ҫыннисен представителӗсем килӗштерсе пурӑнма, экономика, политика, социаллӑ культура условийӗсем туса хума тата регион халӑхӗсене аталантарма гарантисем туса хума самаях опыт пухӑннӑ", — тенӗ Еврази халӑхӗсен Ассамблейӗн Генсекретарӗ Андрей Бельянинов янӑ ҫырӑвӗнче.
Ҫакна палӑртмалла: Еврази халӑхӗсен Ассамблеийӗ ҫавӑн пекех тӗрлӗ енлӗ экономика пӗрлӗхне ҫирӗплетес, Евразин пӗр культура анлӑхне упрас тата аталантарас ӗҫе хутшӑнать.
МИХ информацийĕпе.