Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Сентябрӗн 2021, 22:01

Сибайра Пушкӑртстанӑн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge Стратегипе управлени чемпионачӗн финалӗ иртрӗ

Мероприятие 8 команда хутшӑнчӗ.

Сибайра Пушкӑртстанӑн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge Стратегипе управлени чемпионачӗн финалӗ иртрӗ
Сибайра Пушкӑртстанӑн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge Стратегипе управлени чемпионачӗн финалӗ иртрӗ

Мероприятие 8 команда хутшӑнчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн стратегилле пуҫарӑвӗсен Институчӗн директорӗ, Global Management Challenge Раҫҫей ертÿçи Вячеслав Шоптенко саламлӑ сӑмах каланӑ.
– Финала хутшӑнакансем пурте профессионалсемччӗ ӗнтӗ, суйласа илмелли тапхӑра тивӗҫлӗн иртрӗҫ. Кубок теори пӗлӗвӗпе практикӑра усӑ курма, бизнес, команда ӗҫӗн шайӗнче ӑсталӑха аталантарма май пачӗ, – палӑртрӗ ПР Предпринимательство Патшалӑх комитечӗн председателӗ Нияз Фазылов .
Кубок ҫӗнтерӳҫи Global Management Challenge Нижний Новгородра республикӑна Пӗтӗм тӗнчери чемпионат финалӗнче кӑтартать.
Пĕлме:
Пушкӑртстан Республикин кубокӗ августӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен хутӑш форматпа иртет тата тренировка тата суйласа илмелли тапхӑрсенчен (онлайн) тата финалтан тӑрать. Пӗтӗмпе 32 команда – 160 ҫын хутшӑннӑ. Кубок йӗркелекенӗ - РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раççей академийӗ. Программа Пушкӑртстанри Предпринимательство Патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.
ПР Правительствин сайчĕн материалĕсем тăрăх. 

Сибайра Пушкӑртстанӑн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge Стратегипе управлени чемпионачӗн финалӗ иртрӗ
Сибайра Пушкӑртстанӑн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge Стратегипе управлени чемпионачӗн финалӗ иртрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: