Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Сентябрӗн 2021, 10:48

«Зауралье-2021» инвестсабантуй хăнисене чак-чакпа тата кăмăспа кĕтсе илнĕ

Пушкӑртстан правительствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, "Зауралье" форумӑн пӗтӗм мероприятисене Роспотребнадзор рекомендацийӗсене пӑхӑнса ирттереççĕ.  

Паян, сентябрӗн 10-мӗшӗнче, Сибая Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2021" инвестици сабантуйӗ стартланать. Магнитогорск аэропортĕнче форума хутшӑнакансене Пушкӑртстан халăхĕн йӑлана кӗнӗ тараватлӑхĕпе кӗтсе илчӗҫ. Чак-чак, кăмăс тата курай музыки  — акӑ мӗн курчӗҫ самолет трапӗ ҫинчен аннӑ сабантуй хӑнисем.

Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, Сибая инвестици сабантуйне Раççей тата чикĕ леш енчи бизнес-пӗрлӗхӗн, экспертсен тата инвесторсен 1000 ытла представителӗ килсе курӗҫ.  

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Зауралье-2021» форум  пресс-служби.

«Зауралье-2021» инвестсабантуй хăнисене чак-чакпа тата кăмăспа кĕтсе илнĕ
«Зауралье-2021» инвестсабантуй хăнисене чак-чакпа тата кăмăспа кĕтсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: