Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
28 Сентябрӗн 2021, 09:44

Пушкăртстан делегацийĕ Казахстанра официаллă тĕлпулусем ирттерет

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкӑртстанӑн делегацийӗ Казахстана официаллӑ визитпа çитнӗ.  

Пушкăртстан делегацийĕ Казахстанра официаллă тĕлпулусем ирттерет
Пушкăртстан делегацийĕ Казахстанра официаллă тĕлпулусем ирттерет

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкӑртстанӑн делегацийӗ Казахстана официаллӑ визитпа çитнӗ.

Делегаци йышне Пушкӑртстан Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров, экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ — пӗрремӗш вице-премьер Рустам Муратов, Правительствӑн Премьер-министрӗн ҫумӗ Азат Бадранов, ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов, промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрӗ Александр Шельдяев, тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева, республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Тимур Хакимов, Пушкӑртстанри аталану Корпорацийӗн тӗп директорӗ Наиль Габбасов, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем кĕнĕ.

Визит шайӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Радий Хабировпа Казахстан Президенчӗн Касым-Жомарт Токаевӑн тӗлпулӑвӗ пулать. Регион ертӳҫи Казахстан Премьер-министрӗпе Аскар Маминпа, Казахстан Парламенчĕн Сенат председателӗпе Маулен Ашимбаевпа, ҫавӑн пекех Хӗвеланӑҫ-Казахстан облаҫӗнчи акимпа Гали Искалиевпа калаҫу ирттерет.  

  Сентябрӗн 28-мӗшӗнче республикӑри инвестици тата экономика вӑй-хӑватне презентацилени иртӗ, сентябрӗн 29-мӗшӗнче вара Пушкӑртстан Конгреса-бюро Представительствине савӑнӑҫлӑн уҫӗҫ. Радий Хабиров визит вӗҫленнӗ тӗле Казахстанра пурӑнакан Пушкӑртстанран тухнисемпе тӗл пулать.

Справка: Казахстан республикӑри тавар ҫаврӑнӑшӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче 7,3 процент пайӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. 2020 ҫулта Пушкӑртстанри тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗн калӑпӑшӗ Казахстанпа 296,9 млн доллар танлашнӑ.

Пушкӑртстанран нефть продукчӗсем, хими промышленноҫӗ, гербицид, минерал удобренийӗсем, кальцинациленӗ сода тата каустик удобренийӗсем, йывӑҫ продукцийӗ, кӗленче, хура металсен прокачӗ, строительство материалӗсем, нефть промыслин хатӗрӗсем, транспорт техники тата ытти япаласем экспортлаççĕ. Казахстан импорчӗн тӗп позицийӗсем хурҫӑ прокат, минерал удобрени, оборудовани, ҫӑнӑх-кĕрпе продукци туса кӑларма чӗртавар пулса тӑраҫҫӗ.

Республика территорийӗнче Казахстан капиталĕ хутшӑнакан 30 предприяти ӗҫлет. Вӗсем суту-илӳ, ял хуҫалӑх сферинче, йывӑҫ ĕçлесе хатĕрлесси, тиев турттарасси, туризм, строительство тата ҫыхӑнусем йӗркелесси, программӑпа тивӗҫтересси, электроэнерги валеҫесси, красительсем, кирпӗч, цемент туса кӑларасси тата ытти енĕпе те ӗҫлеҫҫӗ.

2021/2022 вӗренӳ ҫулӗнче республика вузӗсенче улӑштару тата стажировка программисен шайӗнче 739казах студенчӗсем вӗренеҫҫӗ.  

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстан делегацийĕ Казахстанра официаллă тĕлпулусем ирттерет
Пушкăртстан делегацийĕ Казахстанра официаллă тĕлпулусем ирттерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: