Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
28 Сентябрӗн 2021, 12:34

Уфара вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ?

Тĕплĕнрех пирĕн сайтра вулăр.  

Уфара вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ?
Уфара вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ?

Уфари ĕç рынокӗнчи лару-тӑру майӗпен ҫирӗпленсе пырать, çакăн пирки ытларикун мэринчи оперативлӑ канашлура пĕлтернĕ.

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт тӗп хулинче ӗҫсӗррисем 8,5 пин ытла "официаллӑ" шутланнӑ, вӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 37 пин ҫын пулнӑ.

Шута илекен ӗҫсӗрлӗх шайӗ ҫак вӑхӑтра тӑватӑ хут ытла чакнӑ тата халӗ 1 процент ытларах.

Кашни ĕҫсӗрри пуçне паян виҫçе яхӑн ваканси тивет. Танлаштарма: 2021 ҫулхи январьте хулари ваканси банкĕнче 20 пин ӗҫ вырӑнӗ ҫинчен калакан информаци пулнӑ.

"Вакансин вӑтам ӗмӗрӗ Уфан даннӑйсен базинче кӑҫал 1,7 уйӑх шутланнӑ. Вӑтам ӗҫ укҫи — 30 пин тенкӗ", - терӗҫ мэрин оперативлӑ канашлăвĕнче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Уфара вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ?
Уфара вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: