Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
29 Сентябрӗн 2021, 14:44

Пушкӑртстан газ тирпейлемелли сферӑра Казахстанпа пӗрле ӗҫлеме палӑртать

Паян Нур-Султанра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Казахстанри Хӗвеланӑҫ-Казахстанăн акимĕпе Гали Искалиевпа тӗл пулнă.  

"Эпир Пушкӑртстан мӗн тери ӑнӑҫлӑ аталаннине пӗлетпӗр. Куратпӑр: республикӑри бизнес экспорта хастар тухать, ҫӗнӗ суту-илÿ рынокӗсем шырать. Казахстанри пур регион та сирӗнпе пӗрле ӗҫлесшӗн теме пултаратӑп. Пирӗн облаҫ та Пушкӑртстанри бизнес-пӗрлӗх представителӗсене хӑйӗн территорийӗнче курасшӑн. Сирӗнтен вӗренмелли пур пирӗн, — тенӗ Гали Искалиев. — Уфаран пире пурӗ 700 ҫухрӑм ҫеҫ уйӑраҫҫӗ, пире сирӗнпе ҫул-йӗр инфратытӑмӗ, Урал шывӗ ҫыхӑнтарать. Пирӗн регионта пушкӑрт диаспори те пур – 400-е яхӑн ҫын. Вӗсем пурте питӗ хастар тата эпир вӗсене пулӑшса тӑратпӑр".

Радий Хабиров республикӑн официаллӑ делегацийӗпе Казахстана бизнес-миссие те ҫитнине палăртнă, унта Пушкӑртстанри 33 пысӑк предприяти представителӗсем кӗнӗ. Тӗлпулура икӗ регион килӗштерсе ӗҫлессин малашлӑхлӑ ҫул-йӗрне сӳтсе явнă. Ку чи малтан промышленность, ял хуҫалӑхӗ, вӗренӳ тата наука. Сӑмахран, Хĕвеланăç-Казахстан облаҫӗнче газпа газ конденсачӗн пысӑк вырӑнĕсем пур. Региона Казахстанра газ конденсатне тупӑш илессин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 99 проценчĕ тивет. Облаҫра Пушкӑртстанри газпа ӗҫлекен предприятисемпе хутшӑнса ĕçлессипе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Радий Хабировпа Гали Искалиев Пушкӑртстанпа Казахстан пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑракан ӗҫ ушкӑнӗн шайӗнче регионсен хушшинчи ҫыхӑнусене аталантарма калаҫса татӑлнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.

Пушкӑртстан газ тирпейлемелли сферӑра Казахстанпа пӗрле ӗҫлеме палӑртать
Пушкӑртстан газ тирпейлемелли сферӑра Казахстанпа пӗрле ӗҫлеме палӑртать
Пушкӑртстан газ тирпейлемелли сферӑра Казахстанпа пӗрле ӗҫлеме палӑртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: