Троллейбуссен ҫӗнӗ моделӗсем туса кӑларассине Уфари трамвайпа троллейбус завочӗн базинче пуçлама палӑртнӑ. Республика пуҫлӑхӗ Радий Хабиров сӑнавлӑ техникӑн тĕслĕхĕпе паллашрӗ.
Аса илтеретпӗр, Уфари трамвайпа троллейбус заводӗнче инвестици проекчӗ шайӗнче «Горожанин» троллейбусӑн тата электробусӑн гибричĕн модельне проектланă, унӑн уйрӑмлӑхӗсенчен пӗри — автономиллӗ куҫса ҫӳреме май пурри тата хушма аккумуляторсен шучӗпе контакт сечӗ ҫумне хутшӑнмасӑр 30 ҫухрӑма яхӑн иртме пултарни. Ҫавӑн пек ҫӗнӗлӗх транспорта ҫул ҫинчи е сиенленнӗ линисен лаптӑкӗсене ҫул ҫинчи чӑрмавсене пӑрăнса иртме май парать. Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ техника кирлӗ тӗрӗслевсем иртет, ирӗк панӑ документсене илнӗ хыҫҫӑн Уфари предприятийӗнче кӑлараҫҫӗ.
— Хӑвӑрт ҫӳремелли пахалӑхсем, шанчӑклӑх, вӑрӑм ӗмӗр — ҫаксем пурте питӗ кирлӗ, — терӗ Радий Хабиров. — Эпир майӗпен Уфари предприятие ура çине тăрататпăр. Ҫавна тӑвас тесе экономика тӗлӗшӗнчен пысӑк йышӑнусем тума кайрӑмӑр — офсет заказĕпе ӗҫлетпӗр. Ҫакна та палӑртмалла: ку вӑл "отверткăпа" пухни кӑна мар, тулли производство: заводра хальхи пассажир транспорчӗ туса кӑларма тытӑнаҫҫӗ.
«МГ» информацийĕпе.