Ноябрӗн 17-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Тӗнчери "Раҫҫей Транспорчӗ" XV форум шайӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа Мускав мэрӗн транспорт ыйтӑвӗсемпе ĕçлекен ҫумӗн Максим Ликсутовăн ӗҫлĕ тӗлпулу иртнӗ.
Тӗлпулура "Тройка" карттăпа никĕсленсе транспорт йышӑнӑвӗпе "Алга" карттӑ билет тытӑмне интеграцилемелли майсене пӑхса тухнă. Мускав ҫыннисем метропа кайнӑшӑн тата общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн тӳлеме "Тройка" карттӑпа усӑ кураҫҫӗ. Карта функционалӗ тӑтӑшах анлӑлатать. Сӑмахран, вӑл пулӑшнипе музейсене кĕнĕшĕн тӳлеме пулать. Ҫавӑн пекех вӑл Мускав, Ярославль, Тула, Ростов облаҫӗсенче, Ҫӗнӗ Уренгой, Ульяновск, Комсомольск-на-Амуре, Пермь крайӗнче тата Карели Республикинче вăйра тăрать.
"Эпир Пушкӑртстанра "Алга" транспорт карттине хастарлӑн ӗҫе кӗртетпӗр, унпа транспортпа тата ытти сферӑсенче усӑ курма пулать. Ҫавӑнпа та пирӗн тӳлев системисем пӗр–пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес малашлӑха тишкерес, халăха меллӗ пултӑр тесе вӑй-хӑвата ӳстерес килет", - палӑртрӗ Радий Хабиров.
Ҫавӑн пекех Пушкӑртстан валли ӑс-хакӑл транспорт тытӑмӗ йӗркелессине, транспорт юхӑмӗсен управленине автоматизацилессине, аварисене чакармалли тата ҫул-йӗр ҫӳревне йӗркелемелли пахалӑха ӳстерме чӗнсе каланине те сӳтсе явнă.
"Башинформ" информацийĕпе.