Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
18 Ноябрӗн 2021, 17:48

Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен
Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен

2019 çулта кишӗрӗн курттăм хакӗ пӗр килограмшăн 9 тенкӗ пулнă. Фермерсем унпа тупăш илеймен. Çавăнпа та ăна 2020 çулта сахалтарах акнă. Мӗншӗн акмалла, енчен те тупăш памасть пулсан? Çавăнпа 2021 çулхи çуркуннене çӗршыври кишӗре çисе пӗтернӗ. Ăна ют çӗршывсенчен 150 тенкӗпе туянма тытăннă.
Пахча-çимӗç тухăçӗ япăх пулнипе хаксем хăпарса кайрӗç. Аш-какайпа сӗт хакӗ ӳснин сăлтавӗ – производительсен тăкакӗсем пысăкланни. Мускаври чиновниксем инфляци вăхăтлăх кăна, тыр-пула пухса илсен хаксем хăйсен вырăнне таврăнӗç тесе шутланă. Кăлăхах. Ытти çӗрте, тен çапла пулӗччӗ-тӗр те, анчах та Раççейре – кирек хăш сферăна ил – хаксем пӗрре ӳссен, урăх чакмаççӗ. Сӗт, аш-какай, пахча-çимӗç – маркерлă таварсем. Вӗсем кăштах ӳссен те инфляцие çӳлелле хăвалама тытăнма пултараççӗ. Пӗлӗр эпир çакна сахăр тата шӗвӗ çу ӳснинче куртăмăр. Тӗнчере тавар хакӗсем ӳсни те шалти инфляци çине витӗм кӳрет. Тӗслӗхрен, çутçанталăк газӗн хакӗ ӳсни унран тăвакан азот удобренийӗсен хакӗсене ӳстерет, çакă производительсен тăкакӗсене ӳстерет.
Чăх какайӗн хакне лавккасенче ытлашши ӳстерме юрамасть, патшалăх чарăвӗ пур. Çăмарта пирки чару çук. Кайăк-кӗшӗк фабрикисен тăкакӗсем ӳссе пыраççӗ. Çавăнпа та çăмарта хакӗ юлашки икӗ уйăхра 40 процента ӳснӗ.
Тĕплĕнрех: http://suvargazeta.ru

Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен
Инфляци Раççейре ӳссе пырать, сăлтавӗсем тӗрлӗрен
Автор:
Читайте нас: