Статистиксем Пушкӑртстанра апат-ҫимӗҫ продукчӗсен хакĕсем ӳснине палӑртнӑ. Кашни эрнере иртерекен мониторинг кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, регионта шоколад канфичĕн хакĕ ытларах ÿснĕ - 4,7 процент, 1 килограмĕ вӑтамран 318 тенке çитнĕ .
Иккӗмӗш вырӑнта - ача апачӗ валли улма-ҫырла консерви, ҫӑнӑх тата услам ҫӑвӗ, эрнере 3,4 процент, 3,3 процент, 3,2 процент . Сӑмахран, улма-ҫырла консервин килограмӗ халӗ Пушкӑртстанра вӑтамран 437 тенкӗ тӑрать, тулӑ ҫӑнӑхӗ - 41 тенкӗ, услам ҫу - 1 килограмшăн 666 тенкӗ .
Ҫавӑн пекех нумай апатăн, пахча-ҫимӗҫĕн тата улма-ҫырлан хакĕсем ÿснĕ.
Пӗр эрне хушшинче тӑвар хакӗ ҫеҫ юлнӑ улшӑнмасăр - килограмне 10,40 тенкӗ юлнă, пĕлтернĕ Башстатра.
МИХ информацийĕпе.