Такси водителӗсем кӑмӑлсӑрланнин хумӗ декабрӗн 6-мӗшӗнче Пушкӑрт столицине те ҫитнĕ, пӗлтереҫҫӗ социаллӑ сетьсенче.
UTV пӗлтернӗ тӑрӑх, тарӑхнӑ таксистсем гипермаркет патне Сипайловăра пухӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, «Яндекас. Такси» агрегат тӳлекен гарантиленӗ ӗҫ укҫин виҫи питӗ хӑвӑрт ӳкнӗ.
Забастовкăна пула таксипе ҫӳрессин хакӗ кинет ÿсссе кайни палӑрчӗ. Сӑмахран, ТРК «Мир» пуçласа Галле хули урамне ҫитме, ку вара пӗр чарӑну, 230 тенкӗ тӳлеме тивнӗ пулӗччӗ. Аграри университечӗнчен "Иремель" ТРКа ҫитме 341 тенкӗпе танлашнӑ пулӗччӗ.
Пассажирсем ӑнлансах пӗтереймеҫҫӗ: юлашки вӑхӑтра таксипе çÿрессин хакĕ ахаль те ÿснĕ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫакӑнтан ытларах тÿлеме килӗшмеҫҫӗ.
Ытти шухӑшсем те пур: бензин хакӗ ӳсет пулсан, пулӑшу хакӗ те ӳссе пырать.
«МГ» информацийĕпе.