Кун пирки республика пуҫлӑхӗ соцсетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пушкӑртстан экспорчӗ 2021 ҫулхи 9 уйӑхра 3,63 миллиард долларпа танлашнӑ. Радий Хабиров каланă тăрăх, ку пӗлтӗрхи çав тапхӑрпа танлаштарсан, 906 млн доллар ытларах .
Республикӑн суту-илӳ партнерӗсем - тӗнчери 100 ытла ҫӗршыв. Пуринчен ытла тавара Китая, Нидерландӑна, Германие, Турцие, Беларуҫе тата Великобритание яраççĕ. Кӑҫал тăта ҫӗнӗ партнерсем хутшăннă – Албани, Ҫӗнӗ Зеланди, Сальвадор, Сенегал, Ангола, Гана Парагвай.
Чылайăшĕ республика экспорта - нефть, газ тата нефтьрен туса илекен продуктсене çеç ярать тесе уйлаççĕ. Анчах халӗ ун пек мар. Эпир чертавар мар, энергетика мар сегмента аталантарма ҫине тӑрсах тӑрӑшрӑмӑр. Кӑҫал республика ку пая 40% ӳстерчӗ. Пирӗн чӗртавар экспорчӗ, тӗпрен илсен – механика оборудованийӗсемпе техника, компьютерсем, синтез каучукӗ, йывӑҫ ҫункав плитисем, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, монокарбон кислотисем. Кӑҫалтан пуҫласа эпир рис, ҫӑмӑл промышленность изделийӗсем, индукци тата диэлектрика кӑмакисем экспортлама пуҫларӑмӑр.
Пирӗн республикӑн экспорт вӑй-хӑвачӗ пысӑк, ҫавӑнпа та ытти ҫӗршывсемпе пӗрле ӗҫленине малалла та ҫирӗплететпӗр, экспортерсене пулӑшу памалли укҫа-тенкӗ тата финанс мар мерисене лайӑхлататпӑр.
"МГ" информацийĕпе.