

2022 ҫулта Lasselsberger компанийӗ Пушкӑртра хӑйӗн черетлӗ заводне тума тытӑнать, пӗлтернĕ "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.
"Уфа районӗнче Lasselsberger пысăк плитасем тăвакан тепӗр завод тума шут тытрăмăр. Халӗ вӗсем пысӑках мар керамика плитисем тӑваҫҫӗ, кунта сӑмах пысӑк плита кӑларасси ҫинчен пырать. Сӑмахран, 10 х 4, 10 х6 метр виçеллисене", - ӑнлантарнă Андрей Назаров брифингра.
Премьер-министр каланӑ тӑрӑх, халӗ техника килӗшӗвӗн процесӗ пырать.
Ҫак пуҫарӑва пурнӑҫлас тӗллевпе тунӑ килӗшӗве 2021 ҫулхи июньте Радий Хабировпа Йозеф Ласселсбергер Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.
Инвестици проекчӗ 2,8 миллиард тенке яхӑн хакпа 2026 ҫулччен пурнăçланать тата ҫулталӑкра 10 млн тăв. метр керамика плитки туса кӑлармалли калӑпӑшсене ӳстерме палӑртать. Ҫав хушӑрах компани 270 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелет.
"Тепӗр ҫултанпа вӗсем (Lasselsberger — ред.) пуҫлаҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫакӑ хӑш тапхӑрта та пулассине эпир ӑнланатпӑр. Lasselsberger Раҫҫей субъектне суйланӑ, унта хӑйӗн проекчӗсене малалла тӑснӑ, юлашкинчен вара Пушкӑртстан çинче чарӑнса тӑнӑ. Эпир Абзелил районӗнчи "Цемикс" завода уҫнӑ чухне вӑл ҫакна пĕлтерчĕ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ҫак проекчӗсене вӑл кунта, республикӑра, пурнӑҫлама шутлать. Пушкӑртстанра пулакансенчен кашниех Пушкăртстанран лайӑхрах регион тупаймассине ӑнланать пек туйӑнать мана. Ҫавӑнпа кӗтетпӗр, ырӑ сунса кĕтетпĕр", - вӗҫленӗ Андрей Назаров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.