+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен умӗнхи тапхӑрта ҫемьепе уяв валли илемлӗ елка валли кашни ҫулах нумай ыйтаççĕ. Пишпÿлекри участокри лесничество ӗҫченӗсем ноябрь уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ ҫул елкисем хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Ҫавна валли Пелепей лесничествин кӑтартӑвӗпе посадкӑсенче 8-10 ҫул ӳсекен хырсене ҫеҫ каснă. Чăрăшсене касма чарнă. Ҫапла вара 1—3 метр ҫӳллӗш пилӗкҫӗр ытла хыр хатӗрленӗ. Вӗсене пӗтӗмпех сутса-салатса пӗтернĕ ӗнтӗ.
Владимир СМОЛОВ.