Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
20 Декабрӗн 2021, 09:11

Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑ

Çакăн пирки пӗлтернӗ правительство вице-премьерӗ, Пушкӑртстанри экономика аталанӑвӗн министрӗ Рустам Муратов.  

Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑУфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑ
Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑ

Декабрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен иртнӗ "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021" мероприятисен шучӗ тулли пулнипе пӗлтӗрхи форумран иртнӗ, пӗлтерчӗ правительство вице-премьерӗ, Пушкӑртстанри экономика аталанӑвӗн министрӗ Рустам Муратов.

"Тӗп программа шайӗнче 40 ытла мероприяти иртрӗ. Килӗшӳсене 100 миллиард ытла тенкӗлĕх алӑ пуснӑ, — тенӗ вӑл правительствӑра оперативлӑ канашлура.

— Асӑннӑ договорсене, килӗшӳсене тата шухӑшсене пурне те республика управленийӗн Центрне регионти форматра мониторизацилӗҫ". "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнине" хутшӑнакансем кӑҫал 1,7 пин ҫынна яхӑн — 10 ытла ҫӗршыв представителӗсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсем хушшинче официаллӑ ҫынсем, дипломатсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсен представителӗсем, специалистсемпе экспертсем, ҫавӑн пекех пысӑк медиа пӗрлӗхӗ.

"Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче-2021" ӗҫлӗ программӑна 200 яхӑн спикер хутшӑннӑ, вӗсенчен 160-е яхӑн спикер — офлайн  форматĕнче форумӗн площадкинче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑ
Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче" 100 миллиард тенкӗлӗх килӗшӳсем алӑ пуснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас