Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
27 Декабрӗн 2021, 20:32

Пушкӑртстанра 2022 ҫултан хăйсем çине ĕçлекенсем патшалӑх пурлăхне ҫӑмӑллӑхлӑ арендӑна илме пултарĕç

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра 2022 ҫултан хăйсем çине ĕçлекенсем патшалӑх пурлăхне ҫӑмӑллӑхлӑ арендӑна илме пултарĕç
Пушкӑртстанра 2022 ҫултан хăйсем çине ĕçлекенсем патшалӑх пурлăхне ҫӑмӑллӑхлӑ арендӑна илме пултарĕç

ПР Çĕрпе пурлăх министерстви патшалӑх куҫман пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн хăйсем çине ĕçлекенсене арендӑна тӳлеме ҫӑмӑллăхсем ҫирӗплетнӗ. Унччен бизнес тата коммерциллӗ мар организацисен субъекчӗсем ҫавнашкал преференципе усӑ курма пултарнӑ.
Пӗрремӗш ҫул арендăшĕн вӗсенчен 40 процент, иккӗмӗшӗнче - 60%, виҫҫӗмӗшӗнче - 80% çеç илĕç. Ҫавӑн пекех тепӗр ҫултан ҫак ҫӑмӑллӑх ҫумне 0,01 ҫӑмӑллăх коэффициенчĕ хушаҫҫӗ.
Хăйсем çине ĕçлекенсене бизнес (микрозайм, гаранти пулӑшӑвӗ, грантсем, субсидисем) тата компетенцисене ӳстерес, электрон алӑ пуснисене ҫырса хатӗрлес, сайтсене йӗркелес, курав мероприятийӗсене тата ытти нумай пулӑшу пама май пур. Хăйсем çине ĕçлекенсен ытти предпринимательсемпе пӗрлех "Мой бизнес" Центрне кӗме пултараҫҫӗ, вӑл 150 яхӑн патшалăх пулăшăвне "пӗр чӳрече" режимĕнче тивĕçтерет, телефон: +7 (347) 224-99-99.
ПР Патшалăх предпринимательство комитечĕн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра хальхи вӑхӑтра хăйсем çине ĕçлекен 72 пин ытла ҫынна регистрациленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 2022 ҫултан хăйсем çине ĕçлекенсем патшалӑх пурлăхне ҫӑмӑллӑхлӑ арендӑна илме пултарĕç
Пушкӑртстанра 2022 ҫултан хăйсем çине ĕçлекенсем патшалӑх пурлăхне ҫӑмӑллӑхлӑ арендӑна илме пултарĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: