ПР правительствинче оперативлӑ канашлу ирттернӗ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тепӗр ҫулхине ӗҫ укҫине ӳстерме тӗллев лартнӑ.
— 2021 ҫулхи январь-октябрь уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи, коронавируса тата чикеленĕ мерӑсем йышӑннине пӑхмасӑрах, кӑҫал 40 468 тенкӗ ытла пулнă. Ҫав хушӑрах, паллах, пирӗн ҫак цифрӑран чылай сахал тупӑш илекен ҫынсем нумай. Пирӗн те тепӗр ҫуллӑха ӗҫ укҫине ӳстермелле. Инвестици проекчӗсен индикаторӗсенчен пӗри вӑл — ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗ. Пирӗн кулӑшла ӗҫ укҫи ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла, — хушса хучӗ Радий Хабиров.
Регион ертӳҫи официаллӑ йӗркепе регистрациленӗ ӗҫсӗрлӗх шайӗ август-октябрьте 3,8 процент пулни пирки каланă, ку вӑл республикӑри истори минимумӗ тесе хушнă. Пӗлтӗр ҫав параметр 6,8 таран пулнӑ. Ку, чи малтан, экономикӑн хӑй туйӑмлӑх кӑтартӑвӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.