2021 ҫулхи 11 уйӑхра республика хыснин тупӑшӗсем патшалӑх пурлӑхне арендӑна панинчен 800 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ку сумма ҫулталӑкри планран 4,7 процента нумайрах ӗнтӗ, пӗлтернӗ Пушкӑртстанăн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинче .
"Патшалӑх пурлăхне тӗрӗслесе тӑракан ведомство Пушкӑртстан пурлӑхӗ усӑ кӳтӗр тесе нумай вӑй хурать. 2022 ҫулта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗсене пурне те тӗрӗслеме палӑртнӑ", – пӗлтернӗ çӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Полянская.
Тӗрӗслев "Пурлӑх" информаци тытӑмӗн пӗрлехи базинче тăракан учрежденисен çумне ҫирӗплетнӗ куҫман пурлӑха, ҫавӑн пекех хунӑ функцисемпе килешÿллĕн штат хисепне тивӗҫтернине, ҫӗр тата пурлӑх ҫинчен калакан сведенисене цифрӑлассине сӗртӗнĕ. Унсӑр пуҫне патшалӑх коммерци организацийӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес, реформӑлас, финанс сывлӑхне ҫирӗплетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ, - палӑртнă министр.
"Башинформ" информацийĕпе.