Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Кӑрлач 2022, 11:52

Раççейре çĕнелнĕ 100 тенкĕ çаврăнăша тухать

Раҫҫей Банкӗн ҫӗнетнӗ купюрине ҫитес уйӑхсенче е эрнесенче курма пулать.  

Раççейре çĕнелнĕ 100 тенкĕ çаврăнăша тухать
Раççейре çĕнелнĕ 100 тенкĕ çаврăнăша тухать

Раҫҫей Банкӗн ҫӗнетнӗ купюрине ҫитес уйӑхсенче е эрнесенче курма пулать.

Кун пирки Раҫҫей Банкӗн председателӗн заместителӗ Михаил Алексеев НИУ ВШЭ Раҫҫей Банкӗн экономика тата ӗҫлӗ журналистика клубӗн тĕлпулăвне ирттернӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

Унччен регулятор 2025 ҫулччен темиҫе банкнотăна ҫӗнетме палӑртни паллӑ пулнӑ. 2022 ҫулта ҫӗнетнӗ 100 тенкӗ купюрăна çаврăнăша кӑларма палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех регулятор пилӗк номинал банкночӗсене ҫӗнетет. Ҫӗнӗ 1000 тата 5000 тенкӗ 2023 ҫулта, 500 тенкӗ — 2024 ҫулта, 10 тата 50 тенкӗ — 2025 ҫулта хута кӗрет.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Çакнашкал банкнотăсене 2018 çулта паллă дата тĕлне кăларнă. Архивран. 

Раççейре çĕнелнĕ 100 тенкĕ çаврăнăша тухать
Раççейре çĕнелнĕ 100 тенкĕ çаврăнăша тухать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: