Пушкӑртстанри кредит тата финанс организацийӗсен пресс-службин ертӳҫи Дмитрий Рудзит Раҫҫее хирӗҫле санкцисем ҫӗнӗ капитала явӑҫтарма ҫӗнӗ майсем тесе шутлать.
Кун пирки вӑл БСТ телеканалти интервьюра пӗлтерчӗ.
Рудзит шутланӑ тӑрӑх, кирек мӗнле кризис та — яланах майсем, мӗншӗн тесен ҫакӑ лару-тӑрӑва йывӑрлатать тата компанисене, патшалӑхпа граждансене хӑйсен укҫи-тенкипе усӑ курма мӗнле те пулин ҫӗнӗ майсем шырама хистет.
— Ку йӗркеллех. Ыйту пĕрре çеç: çак майсемпе кам тата мӗнле усӑ курма пултарӗ? — палӑртнӑ эксперт.
Малашне мӗн пуласси пирки вӑл самаях лӑплантаракан прогноз панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав "хум" виҫӗ, максимум тӑватӑ—пилӗк уйӑх тытӑнса тӑрать те пурпӗрех пӗтет.
Интервью тулли версине пăхма пулать ссылке: https://www.youtube.com/watch?v=GVj5etpgfNc
МИХ информацийĕпе.