Кун ҫинчен регион пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панă.
Радий Хабиров Раҫҫейри Таджикистан посолĕпе Давлатшох Гулмахмадзодапа тӗл пулнӑ.
— 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Пушкӑртстанпа Таджикистан хушшинче тавар ҫаврӑнӑшӗ 31,3 млн АПШ доллар шутланнӑ (+6,5% 2020 ҫ. шайне), пӗтӗмпех экспортран тӑнӑ. Эпир Таджикистана нефть продукчӗсем, кальцинӑланӑ, каустик, апат-ҫимӗҫ содине, ПВХ, удобрени, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, йывӑҫ ӗҫлесе илекен тата металлурги промышленноҫӗн продукцине тăрататпӑр, — тесе ҫырнӑ Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, республика экономика, социаллӑ тата гуманитари сферисенче, агропромышленноҫ комплексӗнче Таджикистанпа хутшӑнса ӗҫлеме хатӗр.
— Калаҫса татӑлтӑмӑр, 2022 ҫулта Пушкӑртстан Республикин делегацийӗ Таджикистана пырӗ, — хушса хунă Радий Хабиров.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республика бизнеса чикӗ леш енче ӗҫтешсем хӑвӑрт тупма пулӑшнине палӑртрӗ. Плансенче — СНГ ҫӗршывӗсемпе тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсене малалла аталантарасси. 2021 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Казахстанра бизнес-мисси шайӗнче 174 млн тенкӗлӗх 9 контракт тунӑ. Узбекистанра 2,4 млн тенкӗлĕх контракт тунӑ. 2021 ҫулхи декабрьте Минска кайса килнӗ хыççăн — 551 млн тенкӗлӗх 5 контракт.
«МГ» информацийĕпе.