Coca-Cola тата PepsiCo компанисем РФ территорийӗнче хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартасси ҫинчен пӗлтернӗ. Корпорацисем йышӑнăвĕ ҫинчен пӗр кунра пӗлтернĕ.
PepsiCo компани сайтӗнче гендиректорӗн Рамон Лагуарта ҫырӑвне пичетлесе кӑларнӑ, ӑна вӑл хӑйӗн компанийӗпе пӗрле ӗҫлекенсен ячĕпе çырнă. Унта вӑл компани Раҫҫей территорийӗнче 60 ҫул ытла ӗҫлени ҫинчен аса илтернӗ, рынока СССР тата АПШ хушшинчи хутшӑнусене майлаштарма пулӑшса сивӗ вӑрҫӑ хӗрсе кайнă вăхăтра тухни ҫинчен аса илтернӗ. Ҫапах та хальхи вӑхӑтра Рepsi-Cola, 7Up, Mirinda, ытти глобаллӑ брендсем РФ территорийӗнче сутмӗҫ. Чи малтан кирлĕ таварсене, сӗт-ҫу продукчӗсене, ача-пӑча хутӑшӗпе ача-пӑча апатне ҫеҫ çав шута кĕртмеççĕ. Унсӑр пуҫне корпорацире хӑйсен 20 000 ӗҫченне, ҫавӑн пекех Раҫҫейри ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлекен 40 000 ҫынна, компани поставкисен сӑнчӑрне хутшӑнакансене, пулӑшмасӑр хӑвармастпӑр тесе пӗлтернӗ.
Ӗҫ-хӗле вӑхӑтлӑха чарса лартасси ҫинчен Раҫҫейре хӑвӑрт апатлану 850 ресторан McDonald's корпорацийӗн тӗп директорӗ Крис Кемпчински пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ӗҫлекен 62 пин ҫыншӑн McDonald's ӗҫ укҫи сыхланса юлӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Сoca-cola официаллă сайчĕ.