Раҫҫей банкӗ 2022 ҫулхи мартăн 9-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 9-мӗшӗччен граждансен валюта вклачӗсемпе е счечӗсемпе укҫа-тенкӗ парса тӑмалли çакнашкал йӗркене палӑртать:
Клиентсен валюта счечӗсенче е вкладра упранса юлнӑ тата шута илнӗ АПШ 10 пин доллар таран илме пултарать, ыттисем вара - тӳлев кунӗ тĕлне рынок курсӗпе шайлашуллă. ПИТӖ КИРЛӖ!!! Ҫӗршыва доллар илсе килессине санкцисемпе чикĕленĕ, ҫакӑ вара ют ҫӗршыв валюти сутассипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ мерӑсен сӑлтавӗ. Санкцисем счетсене нимӗнле витӗмлӗх те кӳмеҫҫӗ. Счетсем ҫинче укҫа-тенкӗ упранса юлать, пур операцие те кирек хӑҫан та тума пулать. Раҫҫейри банксенче валютӑн 90 проценчӗ АПШ 10 пин доллартан ытла мар, урӑхла каласан, валюта вклачӗсен 90 процентӗнчен е счетсенчен хӑйсен укҫи-тенкине пӗтӗмпех тӳлеме пултараҫҫӗ.
Валютӑна банк кассинче илме пулать. Граждансем хӑйсен укҫи-тенкине валюта вкладӗсенче е счетсенче малалла та упрама пултараҫҫӗ. Вкладри е счет условийӗсем улшӑнмаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ хывас ӗҫри процентсем яланхи пекех, вклад уҫнӑ валютӑра шутланаҫҫӗ. Граждансем валюта счечӗсене те, вкладсене те уҫма пултараҫҫӗ, анчах та операцисен вӑхӑтлӑх йӗрки пур чухне, тӳлев кунӗ валли рынок курсӗпе укҫа-тенкӗ хывма пултараҫҫӗ. Банксем вӑхӑтлӑх йӗрке тунӑ срок хушшинче граждансене валюта сутмаҫҫӗ. Укҫаллӑ валютӑна кирек хӑш самантра та, кирек мӗнле калӑпӑшра та улӑштарма пулать. Хӑйсен валюта вклачӗсенчен е счетсенчен укҫа-тенкӗ илмешкӗн пӗтӗм банк клиенчӗсем те пӗр кӑлтӑксӑр пултараҫҫӗ. Кирлӗ укҫана валютӑра конкретлӑ отделенине илсе пыма банксене темиҫе кун кирлӗ пулма пултарать.