Евро курсĕ паян истори максимумне ҫӗнетнӗ, 132 тенке ҫитнĕ, палăртаççĕ Мосбиржа даннăйĕсемпе.
11.03 сехет тĕлне кӑтартусем тӑрӑх валюта кӑшт аяларах пулнă, суту-илӳ тӑвасси — 130,5 тенкӗ шайӗнче. "Ырана" доллар расчечӗсем тӑрӑх доллар курсӗ 120,47 тенкӗ шутланать, вӗсен ӳсӗмӗ 47 пус пулать.
Валюта курсӗ ДНРпа ЛНР никама пӑхӑнманлӑхӗ çинчен Раççей йышӑннӑ хыҫҫӑн, Украинӑра спецопераци пуҫлансан тата АПШпа ЕС кĕртнĕ санкцисем хыҫҫӑн уҫҫӑн ҫӗкленсе кайрӗ.
Аса илтеретпӗр, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кабмин членӗсемпе канашлу ирттерет, унта ҫӗршыв экономики валли санкцисем сахалрах сиен кӳмелли мерӑсене пӑхса тухӗҫ.
https://www.tatar-inform.ru/news/evro-obnovil-istoriceskii-maksimum-podnyavsis-do-132-rublei-5857802