Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Мартӑн 2022, 13:59

Санкцисем аграрисене хамăр çĕршыв техникине туянма хистеççĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Санкцисем аграрисене хамăр çĕршыв техникине туянма хистеççĕ
Санкцисем аграрисене хамăр çĕршыв техникине туянма хистеççĕ

Ялхуçалăх техникине туса кăларакан тӗнчери чи пысăккисенчен пӗри, Америкăри «Дир» компани хăйӗн продукцине Раççейпе Белоруссине сутма чарăннă.

Компани представителӗн Дженнифер Хартманăн сăмахӗсемпе, икӗ эрне каялла вӗсем Раççее техника кӳме чарăннă, унтан Беларуçе те. «Эпир лару-тăру мӗнле аталаннине тимлӗн сăнатпăр, хальлӗхе америка тата халăхсем хушшинчи санкцисене йăлтах пăхăнатпăр», - тенӗ вăл.

«Дир» компани тракторсем, сеялкăсем, комбайнсем, çавăн пекех вăрман хатӗрлемелли, çулсем юсамалли тата ытти техника туса кăларать. Раççейри Оренбургра çак фирмăн акмалли тата çӗр сухаламалли техника туса кăларакан завод пур, Домодедовăра запас пайĕсен склачӗ.

Çак санкцисем пирӗн аграрисене ытларах хамăр заводсем туса кăларнă техникăна туянма хистеççӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/cak-sanktsisem-pirn-agrarisene-ytlarakh-khamar-zavodsem-tusa-kalarn-tekhnikana-tuyyanma-khistecc

Санкцисем аграрисене хамăр çĕршыв техникине туянма хистеççĕ
Санкцисем аграрисене хамăр çĕршыв техникине туянма хистеççĕ
Автор:
Читайте нас: