Çӗршыва маларах илсе кӗнӗ таварсемпе оборудованин Раççейрен 2022 çул вӗçлениччен илсе тухма юраман переченьне Правительство йышăннă.
«Унта технологи, телекоммуникаци, медицина оборудованийӗ, транспорт хатӗрӗсем, ял хуçалăх техники, электроаппаратура кӗрет – пурӗ 200 тӗрлӗ тавар. Вӗсен шутӗнче чукун çул вагонӗсем, локомотивсем, контейнерсем, турбинăсем, металлпа, чулпа ӗçлемелли станоксем, мониторсем, проекторсем, пультсемпе панельсем», – тесе палăртнă Кабминра.
Çак чару ЕАЭС тытăмне кӗрекен çӗршывсене тата Абхазипе Кăнтăр Осетине пырса тивмест. Вӗсем валли çак таварсене Раççейрен илсе тухасси пирки уйрăм документ йышăнӗç.
http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/pravitelstvo-racceyren-200-trl-tavara-ilse-tukhma-charna