Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
14 Мартӑн 2022, 13:14

Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук

Пишпÿлекре чи кирлӗ тавар хакӗсене куллен мониторинг тăвĕç.  

Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук

Пушкăртстанри тӗрлӗ районсенче йӗркеленнӗ лару-тӑрура граждансем магазинсен ҫӳлӗкӗсенчен апат-ҫимӗҫ, сӑмахран, сахӑр пĕтĕмпех туянма пуҫланӑ. Пирӗн район ҫыннисем те социаллӑ сетьсенче фейклă пӗлтерӳсене шанса ажиотажа парӑннă.

Пишпÿлек район администрацийӗ апат-ҫимӗҫ ҫитмен лару-тăру пулмасть тесе шантарать.

Мартăн 10-мӗшӗнче район администрацийӗн инвестици, экономика тата предпринимательлӗх пайӗн тӗп специалисчӗ Ирина Данилова Пишпÿлекри сетьри мар тата сетьлӗ магазинсене кайса килнӗ, унта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен мониторингне ирттернӗ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсен списокне тулӑ ҫӑнӑх çăкăрĕ, сӗт, хӑйма тата хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, сахӑр, кӗрпесем, хуратул тата рис, тулӑ ҫӑнӑхӗ, ҫӗрулми, кишӗр, пуҫлӑ сухан, улма кӗрет.

Рейд кӑтартӑвӗсем тӑрӑх чи пӗчӗк хакпа тавар туянма май пур суту-илӳ точкисене тата супермаркетсене тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр лавккасенче сахӑр ҫук. Суту-илӳ сечӗн представителӗсем апат-ҫимӗҫе тепӗр хут илсе килмелле тесе пӗлтернӗ. Тепӗр парти тавара ҫывӑх вӑхӑтра илсе килме палӑртнӑ. ИП Алишер Истович Каримов çăкăр комбиначӗ чӗр тавар хакӗсене ӳстернине пӑхмасӑрах ҫӑкӑр хакӗсене 30 тенкӗ таран чакарнӑ.

Ирина Данилова Пишпÿлекри суту-илӳ точкисене тулли калӑпӑшпа тивӗҫтересси ҫинчен пĕлтерет.

— Апат-ҫимӗҫ ҫитменни Пишпÿлекри суту-илÿ сетӗнче сӑнамасть. Вӑтам хаксен шайӗ чакнине те, ӳснине те палӑртаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ продукчӗсен хакӗсене ӳстересси тавар илекенсем ыйтасси ӳснинчен, производительсем, сутуҫӑсем тавара паракан хакӗсене ӳстернинчен килет, — ăнлантарчӗ Ирина Данилова.

Унсӑр пуҫне мониторинг вӑхӑтӗнче коронавирус инфекцине хирĕç эпидемие хирĕçле тата профилактика мероприятийӗсен комплексне тытса пырас, сутакансем тата туянакансем маска режимне пăхăннине, дезинфецилекен хатĕрсем, хӳтлӗх хатĕрĕсем пурри ҫинчен калакан требованийӗсене пурнӑҫлани тӗрӗсленӗ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Апат-ҫимӗҫ запасне тума сӑлтав ҫук
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: