Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Мартӑн 2022, 12:40

Пушкӑрт предприятийӗсем — Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра

Выставкăна мĕнле предприятисем хутшăнни пирки сайтра вулăр.

Пушкӑрт предприятийӗсем — Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра
Пушкӑрт предприятийӗсем — Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра

Пушкӑрт предприятийӗсем Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра хӑйсен ял хуҫалӑх продукцине тӑратнă Пушкӑрт предприятийӗсем Нур-Султанра "AgriTek-FarmTek Astana 2022" пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш ялхуҫалӑх выставкинче ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

Республика Правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра регионти производительсен таварӗсене Еврази союзӗнчи ҫӗршывсен рынокӗсенче кĕртессине малалла тӑсать. Казахстанра уҫӑлнӑ пӗтӗм тӗнчери ялхуҫалӑх выставкинче "AgriTek-FarmTek Astana 2022" специализациленӗ пӗтӗм тӗнчери ялхуҫалӑх куравӗнче Пушкӑртстан Республикин стендне йӗркеленӗ. Унта регионти вак тата вӑтам предпринимательство информаци материалӗсене тата продукцине тӑратнӑ. Унта хутшӑнакансен шутӗнче — "Агрогрант" ООО, "Пушкӑрт Бройлерӗ" компанисем, "Дуслар" суту-илӳ ҫурчӗ, "ЗМК" ООО, "Каскад" тата «Виçĕ оборудованин Кӑнтӑр-Урал завочӗ».

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительствин пресс-служби.

Пушкӑрт предприятийӗсем — Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра
Пушкӑрт предприятийӗсем — Казахстанри пӗтӗм тӗнчери выставкӑра
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: