+3 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫейре компанисен тата граждансен банкрота тухассине моратори кӗртесшӗн, пӗлтереҫҫӗ федераци СМИсем. Документ проектĕнчен кӑларса пӑрахнисем пур - "Раҫҫей Федерацийӗн правительстви паллă тунă уйрӑм парӑмçăсем".
Экспертсем каланӑ тӑрӑх, мораторие Раҫҫейре бизнеса санкцисене пула чарнă ют çĕршыв компанисем лекмеҫҫӗ.
Раҫҫей бизнесӗ ҫӗнӗ условисене пурнӑҫлама срок илӗ, анчах та моратори палӑртса хунӑ банкротсен хумӗнчен хӑтӑлаймӗ, ҫакӑ вара пандеми тапхӑрӗнчен те хӑватлӑрах пулӗ, шутлаççĕ аналитиксем.
"Башинформ" информацийĕпе.