Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Мартӑн 2022, 09:26

Сахӑр хакӗ чакать, ун тавра хĕвĕшĕве искусствӑлла тунӑ: вице-премьер Ильшат Фазрахманов

Раевкӑри тата Чишмари икӗ сахӑр завочӗн склачӗсенче паян 20 пин тонна сахӑр пур.

Сахӑр хакӗ чакать, ун тавра хĕвĕшĕве искусствӑлла тунӑ: вице-премьер Ильшат Фазрахманов
Сахӑр хакӗ чакать, ун тавра хĕвĕшĕве искусствӑлла тунӑ: вице-премьер Ильшат Фазрахманов

Раевкӑри тата Чишмари икӗ сахӑр завочӗн склачӗсенче паян 20 пин тонна сахӑр пур, кун çумне ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен те ҫавӑн чухлӗ пур, палӑртрӗ "Раҫҫей" медицентрта пресс-конференцире Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министрӗ, правительство вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов.

"Кӑҫал эпир сахӑр кӑшманӗн лаптӑкне нумай кирлине шута илсе пысӑклатӑпӑр. Икӗ завод хӑвачĕ 1 млн 950 пин тонна сахӑр кӑшманне тирпейлеме май парать. Палӑртса хӑварас тетӗп: сахӑр завочӗсем 60 процентне аграрисене параççĕ, 40 проценчӗ вара хӑйсене валли юлать. Аграрисем валли сахӑр яланах ылтӑн саппас шутланать, ҫав ҫӑнӑхпа е тырӑпа танлаштарсан, пылак продуктӑн упрамалли срокĕ пысӑкрах. Паян, сахӑра чи нумай туяннине курса, аграрисене ярмарккӑна хӑйсен саппасӗсене леҫме ыйтрӑмӑр. Уфари Спорт керменӗ умӗнчи площадьре икӗ кун хушшинче ултӑ тонна сахӑр туянса пĕтернĕ. Эпир пӗтӗм сахӑра туянса пĕтериччен 10, 20, 30 тонна илсе килме хатӗр. Унтан вӑл никама та кирлӗ мар пулать, ун ҫине хак хӑвӑрт ӳкет", — терӗ Ильшат Фазрахманов, "Башинформ» агентстви ыйтнине хуравласа.  

Премьер-министр каланă тăрăх, халăх çавăн чухлĕ сахăр туянса унпа мĕн тума шутланине ăнланмасть, варени-компот сезонне халех хатĕрленеççĕ-ши?  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.

Сахӑр хакӗ чакать, ун тавра хĕвĕшĕве искусствӑлла тунӑ: вице-премьер Ильшат Фазрахманов
Сахӑр хакӗ чакать, ун тавра хĕвĕшĕве искусствӑлла тунӑ: вице-премьер Ильшат Фазрахманов
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: