Раҫҫей Банкӗ банксене ют ҫӗршыв валютипе уҫнӑ счетсемпе вкладсене парса тӑракан граждансенчен комиссие вӑхӑтлӑха илме чарнӑ. Ҫын валюта счетӗнчен укҫана мартăн 9-мӗшӗ хыҫҫӑн илнӗ пулсан, комиссишӗн тӳленӗ пулсан, банк ӑна каялла тавӑрса памалла. Ку йӗркене сентябрӗн 9-мӗшӗччен туса пырӗҫ.
Комисси илнӗ пулсан каялла тавăрма банка заявлени памалла. Укҫана виҫӗ кун хушшинче каялла тавӑрса памалла.
Ҫын чикӗ леш енчен куҫару илнӗ е электронлӑ енчӗкрен укҫа кӑларса ярасшӑн пулсан, вӗсене Раççей укçипе ҫеҫ илме пулать. Анчах та укҫа-тенке Раҫҫей Банкӗн официаллӑ курсӗ тӑрӑх е ытларах тупӑшлӑ курссем тӑрӑх конвертласа хурӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.