Пушкӑрт влаҫĕсем сахӑр хакне çирĕплетме шут тытнӑ.
Кун ҫинчен республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров хӑйӗн социаллă сечӗсенче пӗлтернӗ. Ку мера лавккасенчи ажиотажа пӗчӗклетмелле.
"Сахӑр рынокӗнчи спекуляцисем пирӗн регионта кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывра та пур. Халӗ ФАС сахӑр туса кăларакансене «искусственнӑй дефицит» тума юраманни ҫинчен пӗлтернӗ май пысӑк производительсем хушшинче антикартельлĕ тӗрӗслев пуҫланă. Ҫаксем пурте, ман шутпа, пасара тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хутшӑнакансемпе ҫыхӑннӑ. Паян эпӗ антикризис штабӗнче регионти Суту-илӳ министерствине республикӑри сахӑр хакне чакарма, лавккасем палӑртнӑ хакран ҫӳлерех лартма ан пултарччăр тесе хушрӑм. Сахӑр ҫителӗклӗ", — тесе ҫырнӑ пушкӑрт премьерӗ.
Пушкӑртстан правительствин вице-премьерӗ, ПР ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çапла каларӗ: "Пушкӑртстанра сахӑр ҫителӗклӗ, унпа проблемӑсем ҫук, ку вӑл, хӑй вӑхӑтӗнче хуратулпа, тӑварпа тунӑ пекех, пушă ажиотаж кӑларни çеç".
РФ ФАСĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре сахӑр туса илекен пысӑк производствисене питӗ хытӑ хакланнипе тата рынокра апат-ҫимӗҫ сӑлтавсӑр ҫитменнипе тӗрӗслеме пуҫланӑ.
https://haibvestnik.ru/