Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
21 Мартӑн 2022, 13:30

Электроникӑна кредита сутмаҫҫӗ

Çак ыйтăва чылай сеть представителĕсем ăнлантарса пама килĕшмен.

Электроникӑна кредита сутмаҫҫӗ
Электроникӑна кредита сутмаҫҫӗ

Рассрочкӑн программисене пӑрахӑҫлани ҫинчен, хӑш-пӗр уйрӑм сетьсенче кредитпа сутни ҫинчен, "Известия" кăларăма темиҫе ритейлер ӗҫченӗсем каласа панă.

"М.Видео – Эльдрадо" рассрочка вӑхӑтлӑха ӗҫлеймест, пĕлтернĕ сеть представителӗ Валерия Андреева. Ытти уйрӑм сетьсенче ыйтăва хуравламан е комментарисем пама килӗшмен. Ритейлерсемпе производительсем пӗрле панӑ рассрочкăсене, тен, электроника сутакан лавккасенче тата темиҫе ҫул та таврӑнмӗҫ, тенĕ Mobile Research Group ертсе пыракан аналитикĕ Эльдар Муртазин.

Саплаштарни (рассрочка) — тӗрӗссипе каласан, çакă вăл скидка шутланать, анчах кӑткӑс лару-тӑрура вендорсем те, вак-тӗвек сетьсем те тума пултараймаҫҫӗ, унсӑрӑн ҫакӑ промо-акцисем ярса паман йӑла техникипе электроникӑна тата ытларах хаклăланма пулӑшӗ, — палӑртать вӑл.

"Кредит пирки калас пулсан, хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсем упранса юлаҫҫӗ. Анчах розницӑшӑн ку хӑрушӑ инструмент. Банксенчен вӗсене укҫа кӑшт та пулин кая юлса килсе тӑрать. Курссен улшăнчăкне пула тавара илнӗ вӑхӑт тӗлне тенкӗ чылай хаклама пултарать", — шутлать Муртазин.

Калас пулать, хальхи вăхатра электроника таварĕ ахаль те хаклăланнă.   

iz.ru   информацийĕпе.

Электроникӑна кредита сутмаҫҫӗ
Электроникӑна кредита сутмаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: