Пушкӑртстан делегацийӗ Нур-Султанра пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери AgriTek & FarmTek Astana 2022 ялхуҫалӑх куравĕнче пулнӑ.
Бизнес-мисси шайĕнче Пушкӑртстанри компанисем республикӑн коллективлӑ стендне йӗркеленӗ, 100 ытла продуктивлӑ калаҫусем йӗркеленӗ, ҫакӑ Казахстан тата Туркменистан контрагентсемпе ҫывӑхри ҫыхӑну тытни ҫинчен калакан килӗшӗве ҫирӗплетнӗ.
— Курава хутшӑннин тӗп тӗллевӗ — пирӗн предприятисен экспорт вӑй-хӑватне уҫса парасси, таварсене экспортпа кăларасси, ӗҫ контакчӗсене анлӑлатасси тата пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗн ӗҫ ҫаврӑмӗсемпе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелесси, — палӑртрӗ Пушкăртстан тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева.
«МГ» информацийĕпе.