Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
25 Мартӑн 2022, 10:04

Алексей Гусев: "Пушкăртстана сахăрпа туллин тивĕçтернĕ"

Вӑл яланах пур тата мӗншӗн ӑна халӗ усӑсӑр нумай илеҫҫӗ — ӑнланмалла мар.

Алексей Гусев: "Пушкăртстана сахăрпа туллин тивĕçтернĕ"
Алексей Гусев: "Пушкăртстана сахăрпа туллин тивĕçтернĕ"

БСТ телеканалӗнчи брифинг шайӗнче Алексей Гусев Пушкăртстан хӑйӗн сахӑрӗпе хăйне кӑна мар, çак продукта Раҫҫейĕн ытти субъекчӗсене те ярса пама пултарать тесе палӑртнӑ.

Ҫав хушӑрах министр ку продукта илекенсем хушшинче ăнланмалла мар ажиотаж палӑрнине палӑртрӗ. Искусствӑлла йӗркеленӗ ыйту вӑхӑтран вӑхӑта лавкка çÿлĕкӗсене пушӑ хӑварать. Ҫакӑ хӑш-пӗр таварсем туянасси темиҫе хут ӳснӗрен тата сетьсем ҫав сахӑра кӑларса хума ӗлкӗрейменрен пулса иртет. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, тавар ыйтӑвне пӗр-икӗ кун хушшинче йӗркеленмеҫҫӗ тата сутуҫӑсем ажиотаж ыйтӑвӗн тапхӑрӗнче тавара зала кӑларса лартма та ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Студипе ҫыхӑнăва Рустем Асмандияров, "Байрам" суту-илӳ сечӗн склад пӳлӗмӗн начальникӗ тухрӗ.

— Пушкӑрт сахӑрӗ: чишма, раевка сахăрĕ пур! Вăл нумай, саппаслама кирлӗ мар. Тавар пур, кирек мӗн чухлӗ те. Рустем Асмандияров палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхсенче сахӑр туянасси кунне 10—12 тонна шайӗнче фиксациленӗ пулсан, юлашки эрнере кунсерен — 48-60 тонна.

— Сахӑр 4 ҫул упранать, анчах вӑл яланах пур тата мӗншӗн ӑна халӗ усӑсӑр нумай илеҫҫӗ — ӑнланмалла мар, — терӗ Рустем Асмандияров.

Пушкăрт суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев каланӑ тӑрӑх, сахӑра сутнӑ чухне пӗр алла нумай сутма чарни, уйрӑммӑн илсен, ҫак продуктпа спекуляцие чарса лартма хӑтланнипе ҫыхӑннӑ. Кунсӑр пуҫне министр палӑртнӑ тӑрӑх, тавара чи пӗчӗк хакпа туянакансене яма май килет.

 «МГ» информацийĕпе.

Алексей Гусев: "Пушкăртстана сахăрпа туллин тивĕçтернĕ"
Алексей Гусев: "Пушкăртстана сахăрпа туллин тивĕçтернĕ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: