Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Италин премьер-министрӗпе Марио Драгапа телефонпа калаҫнă, ҫав калаҫусенче ӑна тăратакан газшăн тенкĕпе тÿлесе татасси ҫине куҫма йышӑннине ӑнлантарса панӑ. Кун ҫинчен юнкун, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Кремль пресс-службинче пӗлтернĕ.
"Марио Драга ыйтнипе Владимир Путин Раççейпе Украина представителӗсем Стамбулта иртнӗ калаçусен черетлӗ раундсем мӗнле пыни ҫинчен пӗлтернӗ", — хушса хунă пӗлтерÿре.
Маларах çак кун Путин Германи канцлерӗпе Олаф Шольцпа телефонпа калаҫнă. Ҫавӑн пекех юнкун Раҫҫей МИД энерги тӑвакансен поставкисемшӗн тӳленӗ чух тенкӗ укҫи куҫни контрактсене пӑсни мар, Хӗвеланӑҫӗнчи ҫӗршывсене Раççей тĕлĕшпе пӗр иккӗленмесӗр хӗснине хурав пулнине пӗлтернӗ. РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн заместителĕ Сергей Рябков палăртнă тăрăх, Раҫҫей яланах шанчӑклӑ партнер пулнӑ, газпа нефте Европӑна тăратассине малалла тӑсма шутлать, анчах РФ интересӗсене те шута илмелле.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вице-канцлер, ФРГ экономика тата климата хӳтӗлемелли ӗҫсен министрӗ Роберт Хабек Берлин Раҫҫей газӗн поставкисене чарса хунине май килнӗ таран хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл Раҫҫейри топливӑшӑн Германи тенкĕпе тӳлес ҫуккине, ҫавӑн пекех "ҫичӗ ушкӑн" ҫӗршывĕсем те çапла йышӑннине аса илтернӗ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Global Look Press/imago-images/Sylvio Dittrich