Пушкӑрт правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров республикӑра пӗтӗм тӗнчери "АпиМир" форумне ирттерме сӗннӗ. «Хурт-хăмăр ассоциацийӗсем валли лайӑх хыпарсем. Эпир хамӑрӑн пӗтӗм тӗнчери "АпиМир" форумне хатӗрленме пуҫлатпӑр», — ҫырнă Назаров хӑйӗн телеграм-каналӗнче.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе чылай калаҫусем иртнĕ, вӗсен итогӗпе "ҫакӑн пек пысӑк мероприяти ирттернӗ чухне" ведомствӑна пулӑшу пама пулчĕҫ.
"АпиМир" форумӗ сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Уфара иртӗ. Площадкӑра ученӑйсемпе тӗпчевҫӗсен пӗтӗм тӗнчери конгресне ирттерӗпӗр, пылпа пыл пахалӑхне хаклас енӗпе республикӑра лаборатори туса хурӑпӑр. Форум ҫӗршыври хурт-хӑмӑр ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ тӗп дискуссиллӗ, наука тата выставка бази пулать", — пӗтӗмлетнӗ Пушкӑрт правительствин премьер-министрӗ.
Апрелӗн 20-мӗшӗнче Уфари "Торатау" Конгресс-холра хурт-хăмăр ĕçĕн енӗпе пӗтӗм тӗнчери форум иртӗ. "Хурт-хӑмӑр ӗрчетес стратегире селекципе ӑратлӑ ӗҫ" ятлӑ мероприяти гибрид форматӗнче пулӗ.
Пӗр эрне каярах Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пыл хурчӗсен тата хурт-хӑмӑр продукцийӗн пахалӑхне хӳтӗлеме палӑртнӑ закон ҫине алӑ пуснӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Андрей Старостин.