Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
21 Апрелӗн 2022, 13:25

Пулӑшма 30 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ

Экономикӑна пулӑшу памалли мероприятисен пакетне 55 миллиард тенкӗ уйӑрнине пӗлтернӗ.

Пулӑшма 30 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ
Пулӑшма 30 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ

Премьер-министр Андрей Назаров ПР ҫурт-йӗр лартакансен Ассоциацийӗн ларӑвӗнче экономикӑна пулӑшу памалли мероприятисен пакетне 55 миллиард тенкӗ уйӑрнине пӗлтернӗ. Ку суммӑран 30 миллиард тенкӗ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр сферине каять. «Башинформ» палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ ҫурт-йӗр лартакансем валли — "Южные ворота" — 6,7 млн тăв.м, "Забелье" — 10 млн тăв. м.

Назаров стройкомплекс 15 ҫуллӑх 4 процентпа кредит илнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта республикӑра 833,5 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 20 процент ытларах. Интереслӗ, регион ҫак кӑтартусемпе ПФОра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Кунсӑр пуҫне Дом.рф "Аренда ҫурт-йӗрӗ" подразделенийӗнчен банк хваттер арендӑпа ҫыхӑннӑ пилот проектне аталантарма палӑртни ҫинчен калакан информаци тухнӑ. Сӑмахран, банк Уфара ҫурт-йӗр тӑвакансенчен 150—200 хваттер туянма хатӗрленет. Пур хваттерсем те Уфа варринче вырнаҫӗҫ. Ҫак хваттерсене уфимецсене наймпа памаллине пӑхса тухнӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пулӑшма 30 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ
Пулӑшма 30 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: