Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
4 Майӑн 2022, 19:55

Владимир Путин экономика мерисем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă

#владимирпутин

Владимир Путин экономика мерисем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă
Владимир Путин экономика мерисем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă


Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑш-пӗр ют ҫӗршывсем туслӑхсӑр ӗҫленине хирĕç экономика мерисем йышăнасси ҫинчен указ алӑ пуснӑ, пӗлтерет "Известия".
Документа майӑн 3-мӗшӗнче правăн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Указ Раҫҫей санкцийӗсене хирӗҫ лекнӗ ют ҫӗршыври уйрăм ҫын тата юридика сăпачĕсем умӗнче обязательствӑсене пурнӑҫлама чарать. Унсӑр пуҫне санкцисене лекнĕ ҫӗршывран чӗртавар тата продукци кӳме чараҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Владимир Путин правительствӑна 10 кун хушшинче санкцисем айӗнчи ҫынсен переченьне палӑртма хушнă.
Апрелӗн 4-мӗшӗнче Путин туслӑ мар ҫӗршывсем валли виза характер мерисем ҫинчен указ ҫине алӑ пуснă. Унпа килĕшÿллĕн, Раççей Евросоюзпа, ҫавӑн пекех Норвегипе, Исландипе, Лихтенштейнпа тата Швейцарипе виза парассине ҫӑмӑллатакан килĕшĕвĕн темиçе пунктне чарса лартнӑ.
"Известия" информацийĕпе.

Владимир Путин экономика мерисем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă
Владимир Путин экономика мерисем ҫинчен калакан указа алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: